Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: инкеклӗ лару-тӑру министерстви

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

ЧР Элтеперӗн администрацийӗнче юпа уйӑхӗн 7-22-мӗшӗсенче тӗрӗслев иртнӗ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Тӳрех палӑртмалла: йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене нумай тупса палӑртнӑ.

Тӗрӗслеве Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ирттернӗ. Ведомство Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫурта, Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫурта, Республика лапамӗнчи 2-мӗш ҫурта, Энгельс урамӗнчи 9-мӗш ҫурта пӑхса тухнӑ.

Президент урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра (Правительствӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ) йӗркене пӑснӑ тӗслӗх ытларах пулнӑ.

Республика лапамӗнчи 2-мӗш ҫуртра та ҫитменлӗхсем пулнӑ. Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вара виҫҫӗмӗш хутран эвакуациленмелли алӑк пулман.

 

Пӑтӑрмахсем
ki-news.ru сайтри сӑн
ki-news.ru сайтри сӑн

Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче пушар тухнӑ. Ку инкек паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре пулнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Совет урамӗнче вырнаҫнӑ кирпӗч ҫуртра икӗ пӳлӗм – пӗтӗмпе 150 тӑваткал метр – ҫуннӑ. Телее, пушарта шар курнисем пулман.

Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫуртӗнче лавкка, Раҫҫей почтин тата Ростелекомӑн офисӗсем пулнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулӑмпа кӗрешекенсем автомобиль шинисенчен тунӑ дренаж шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ ӗнене ҫӑлнӑ. Ку иртнӗ вырсарникун пулса иртнӗ.

Ӗне инкеке лекни пирки 112 пульт ҫине каҫхи 7 сехетре хыпар ҫитнӗ. Шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ выльӑха ҫӑлма ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пушарпа кӗрешекен службӑн ӗҫченӗсем ҫитнӗ.

Ҫӑлав ӗҫӗ ансат мар: ӗнене шӑтӑкран суранлатмасӑр кӑларма тӑрӑшмалла-ҫке-ха. Ҫӑлавҫӑсем тӑпрана чавнӑ, ҫапла майпа ӗнене автошинӑсенчен кӑларнӑ, хӑйне вара туртса кӑларнӑ.

Ҫӑлнӑ ӗне халӗ хуҫи патӗнчех пурӑнать.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре, Сӑр юханшывӗнче Ҫӗмӗрлере пурӑнннӑ арҫын виллине тупнӑ. Вӑл виҫӗ эрне каяллах, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ҫухалнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пулла кайсан вӗрсе хӑпартнӑ кимӗрен шыва ӳкнӗ. Вӑл 62 ҫулта пулнӑ.

Палӑртмалла: ҫӑлавҫӑсем арҫынна вӑл ҫухална кунранпах шыранӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
gornovosti.ru сайтри сӑн
gornovosti.ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш Енре самаях вӑйлӑ ҫил пулчӗ. Ыран тата вӑйланӗ, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хӑрушлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтернӗ.

Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран республикӑра ҫил ҫеккунтра 23 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ, ӳкме пултаракан конструкцисенчен аякккарах ҫӳремелле. Электричество линийӗсем, реклама ҫичӗсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ.

Сывлӑш температури 7-12 градус пулӗ, каҫ енне 2 градус ҫеҫ ӑшӑ юлӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60485
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, аван уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 60 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Сарай таврашне те ҫулӑм сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушарта никам та шар курман.

Пушар кӑнтӑрла алхаснӑ. Аслисем 2 ҫулти ачана асӑрхаса ӗлкӗреймен – арҫын ача хутса янӑ кӑмака умӗнче япаласем ҫунтарнӑ. Кил хуҫисем пушара хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах – ҫулӑм йывӑҫран тунӑ ҫурта тӗппипех пӗтернӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран 26 пушар тухнӑ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сирена сассине илтсен хӑраса ан ӳкӗр: ку вӗренӳ ҫеҫ пулӗ. «Республикӑра пурӑнакансене лӑпкӑ пулма, ӗҫ вырӑнӗнчех ларма ыйтатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре автоматизациленӗ пӗлтерӳ тытӑмне планпа килӗшӳллӗн тӗрӗслӗҫ. Граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни пирки урамри сиренӑсем тата громкоговорительсем пӗлтерӗҫ. «Внимание всем!» (чӑв. «Пурне те тимлӗ пулма ыйтатпӑр!») тени икӗ хутчен янӑрӗ: 10 тата 10.30 сехетсенче.

Палӑртмалла: кунашкал тӗрӗслевсене ҫулсеренех Граждан хӳтӗлевӗн кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Уява юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специаличӗсем палӑртнӑ тӑрах, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ.

Шел те, пушар нимӗн те хӑварман – пӳрт ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара виҫӗ ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Шӑпӑрлансем пурте пӗчӗк.

Нумай ачаллӑ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсене пулӑшу кирлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59485
 

Пӑтӑрмахсем
sputnik-georgia.ru сайтри сӑн
sputnik-georgia.ru сайтри сӑн

Шӑмаршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел ялӗнче пӗр хӗрарӑм, 1948 ҫулта ҫуралнӑскер, пӗчченех пурӑннӑ. Шел те, унӑн инкек тӳсме тивнӗ – хӗрарӑм пушарта ҫунса вилнӗ.

Ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 22 сехетре пулнӑ. Пӑчӑрлӑ Пашьелте йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, ватӑ хӗрарӑм ҫунакан пӳртрен тухайман. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн унӑн виллине тупнӑ.

Халӗ ҫалӑм мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.

Сӑмах май, ҫав кунах Йӗпреҫ поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем юнашар ларакан икӗ пӳрте сыхласа хӑварнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59458
 

Статистика
donnews.ru сайтран илнӗ сӑн
donnews.ru сайтран илнӗ сӑн

Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура инкеклӗ лару-тӑру министрӗ Вениамин Петров тухса калаҫнӑ. Вӑл каҫалхи шыва кӗмелли сезон пирки доклад тунӑ.

Кӑҫал ҫулла республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Пӗлтӗрхи сезонпа танлаштарсан, кӑҫал 9 ҫын сахалрах путса вилнӗ. Пӗлтӗр шывра 5 ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Шыва кӗнӗ чухне путма пуҫланӑ икӗ ҫынна ҫӑлнӑ. Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Шупашкарти Тӗп пляжра 4 ачана ҫӑлнӑ. Ку официаллӑ статистикӑна кӗмен.

Ҫулла республикӑра 150 рейд ирртернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, витӗмӗ пулнӑ, путса вилекенсен йышӗ чакнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59212
 

Страницӑсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 05

1961
65
Чӑваш Республикин ҫамрӑк строителӗсен слёчӗ (ака, 5-6) пуҫланнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та